Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ял хуҫалӑхӗ

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян Ҫӗрпӳ округӗнче йӑлана кӗнӗ «Уй кунӗ – 2026» курав уҫӑлнӑ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти агропромышленноҫ элчисем пухӑннӑ.

Пирӗн республикӑна 11 регионти 57 организаци, паллӑ селекционерсем, отрасльти экспертсем, аграри предприятийӗсен ертӳҫисем, аслӑ шкулсенчи вӗрентекенсем тата ҫамрӑк специалистсем килнӗ.

Курав программи пуян: ӑсталӑх класӗсем, семинарсем, ҫавра сӗтелсем иртеҫҫӗ, выльӑх апачӗ хатӗрлекен тата ытти техникӑна кӑтартаҫҫӗ. 32 ертсе пыракан компани ял хуҫалӑхӗнчи пурнӑҫа кӗртнӗ ҫӗнӗ шухӑшсемпе паллаштарнӑ.

Хальхи вӑхӑтра аграрисемшӗн топливо ыйтӑвӗ ҫивӗч. ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра аграрисем валли саппассем пур, ҫавна май ӗҫсене вӑхӑтрах вӗҫлемелле.

 

Ял хуҫалӑхӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Николай Архипов ҫырла туса илсе укҫа туса пурӑнать. Ҫак ӗҫе пуҫарма ӑна патшалӑх укҫи пулӑшнӑ. Тата, паллах, хӑй ӳркенменни, тавҫӑруллӑ пулни, ӗҫрен хӑраманни.

Ҫӗр ҫырли туса илессипе Николай Архипов юлашки пилӗк ҫул ҫине тӑрать. 2015 ҫулта вӑл пахча ҫимӗҫ туса илессипе аппаланма пуҫланӑ, ҫӗрулми лартса тунӑ. Каярахпа фермер ҫӗрулми вырӑнне ҫырла туса илес тенӗ. Ун валли вӑл «Перспектива» (чӑв. Малашлӑх) грант укҫи ҫӗнсе илнӗ. Ку вӑл 2021 ҫулта пулнӑ. Ун чухне арҫын хыснаран 4 миллион тенкӗ илнӗ те унпа 70 пине яхӑн калча туяннӑ. Унсӑр пуҫне шӑвармалли тытӑм вырнаҫтарнӑ.

Ҫырла лаптӑкне хастар арҫын 6 хут ытла ӳстернӗ. Унччен вӑл ӑна 1,5 гектар ҫинче туса илнӗ пулсан паян 10 гектара ҫитернӗ. Тухӑҫ гектар пуҫне 160 центнер тухнӑ пулсан халӗ ку кӑтарту 200 центнерпа танлашать.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫырла фестивалӗнче «Пахчаҫӑ моди 2.0» конкурс иртет. Ял хуҫалӑх министерстви пурне те унта ҫемйипе хутшӑнма чӗнет.

Унта пахчаҫӑсен хӑйне евӗр тумсемпе килмелле, йӑрансен хушшинче те илемлӗ ҫӳреме май пуррине кӑтартмалла.

Конкурса пӗччен те, ҫемьепе те хушӑнма пулать. Пӗр сӑмахпа, хӑвӑрӑн кӑмӑлӑр. Тӗплӗнрех ҫак каҫӑпа кайсан пӗлме пулать: https://xn--80adcefsfumi1bmx0hya7a.xn--p1ai/tpost/o4anniicp1-moda-sadovoda-20.

Аса илтерер: ҫырла фестивалӗ ҫурла уйӑхӗн 1-2-мӗшӗсенче иртет. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти «Пехет» агромаркетра пулӗ. Тепӗр кунхине Шупашкар районӗнчи Хыркасси патӗнчи питомникре фестиваль хӑнисем пухӑнӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163682416_51108
 

Ял хуҫалӑхӗ
Кирилл Степанов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Кирилл Степанов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Элӗк районӗнче пурӑнакан Кирилл Степанова халӑх тетелӗнче аван пӗлеҫҫӗ. Унта вӑл хӑйӗнпе ҫамрӑк фермер тесе паллаштарать, ял пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ самантсене кӑтартса парать.

Каччӑна федераци каналӗсем те хӑйсен кӑларӑмӗсене йыхравлаҫҫӗ. Халӗ каччӑ хӑйӗн хӗрӗпе паллаштарнӑ. Даша Алтай тӑрӑхӗнчен иккен. Маларах каччӑ ун патне темиҫе хутчен те кайса килнӗ, халӗ хӗр чӑваш ялне куҫса килнӗ. Пике ялта хуҫалӑх тытса пыма вӗренет.

«Эпӗ йӑлтах пӑрахса куҫса килтӗм. Тӑван киле, ӗҫе, юлташсене, хам хӑнӑхнӑ тӗнчене. Пурнӑҫри ҫӗнӗ утӑма эпӗ ҫӗнӗ хутшӑнусемшӗн, ҫыншӑн, ҫӗнӗ пурнӑҫшӑн турӑм», – тет иккен Даша.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AZ6mA5h3XB0
 

Ял хуҫалӑхӗ
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енре «Ҫуркунне – 2026» ял хуҫалӑх ярмӑрккисем иртнӗ. Пӗтӗмлетӳ акӑ мӗнле: унта хутшӑннӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсем 240 тонна ытла продукци сутнӑ.

Ярмӑрккӑсене республикӑри 200-е яхӑн хуҫалӑх хутшӑннӑ: пысӑк агропредприятисенчен пуҫласа фермерсем тата харпӑр хушма хуҫалӑх тытакансем таран. Ҫынсем ытларах вӑрлӑх, хунавсем тата калчасем, ҫӗрулми, пахча ҫимӗҫ, ешӗл ҫимӗҫ, сӗт тата аш продукцине, пулӑ, пыл тата ҫӑкӑр туяннине палӑртнӑ.

Кунашкал ярмӑрккӑсем кӗркунне те иртӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_18327
 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Елчӗк округӗнче аграрисем кӗрхи культурӑсене апатлантарма тухнӑ. Ку – ҫурхи ака-суха ӗҫӗсен пӗрремӗш тапхӑрӗ.

Чи малтан ку ӗҫсене «Прогресс» акционерсен обществи пурнӑҫлама тытӑннӑ. Хуҫалӑхӑн 900 гектар ҫинчи культурӑна апатлантармалла. Хальхи вӑхӑтра 150 гектар кӗрхи тулӑпа 50 гектар кӗрхи ыраша апатлантарнӑ. Ку ӗҫе вӗсем «Туман-2» агрегат пулӑшнипе пурнӑҫлаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех хуҫалӑхри специалистсем тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем ку ӗҫсене вӑхӑтра вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ.

Красноармейски округӗнче ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем пуҫланнӑ.Хире чи малтан «Таябинка» агрофирма тухнӑ. Ҫитес вӑхӑтра «Красное Сормово» тата «Караево» хуҫалӑхсем ӗҫе пуҫӑнмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_18192
 

Ял хуҫалӑхӗ
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн

Чулхула облаҫӗнчи Пильна районӗнчи Калиновка ялӗнче те пастереллёз инфекцине тупнӑ. Ку ял Ҫӗмӗрлерен 22 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ку инфекци харпӑр хушма хуҫалӑхри мӑйракаллӑ шултра выльӑха ернӗ. Халӗ унта чару мерисене йышӑннӑ: ку территорие ют ҫынсене кӗме, унта выльӑх илсе килме тата илсе тухма (инфекцие пула пусма янисӗр пуҫне) юрамасть.

Аса илтерер: нумаях пулмасть «Батыревский» хуҫалӑхра та пастереллёз инфекцине тупнӑ. Унти ӗнесене тӗп тӑвасине пӗлтернӗччӗ. Хальхи вӑхӑтра Патӑрьел округӗнче – карантин.

 

Ял хуҫалӑхӗ
chita.ru сайтри сӑн
chita.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре пастереллёза пула выльӑх-чӗрлӗхе массӑллӑ тӗп тума палӑртман. Ҫапла пӗлтерет республикӑри Патшалӑх ветеринари служби.

Официаллӑ майпа пӗлтернӗ тӑрӑх, чире тупса палӑртнӑ вырӑнта кӑна выльӑха тӗп тӑваҫҫӗ. Инфекцие вара «Батыревский» хуҫалӑхра тупса палӑртнӑ. Аса илтеретпӗр: пастереллёза пула Патӑрьел округӗнче халӗ карантин пырать.

Палӑртса хӑварар: Ҫӗпӗрте ҫак инфекцие пула выльӑха массӑллӑ тӗп тума пуҫланӑ. Фермерсем ҫӑхавлама тытӑннӑ: выльӑха тӗп тӑвакансен нимӗнле документ та ҫук. Ҫынсем Следстви комитетӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Халӗ ҫакӑ паллӑ: регионсенче РФ Ял хуҫалӑх министерстви тӗрӗслев ирттерет.

 

Ял хуҫалӑхӗ
gov.uz сайтри сӑн
gov.uz сайтри сӑн

Патӑрьел округӗнче ӗнесен пастереллезне тупса палӑртни пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Халӗ вара округра карантин тесе йышӑннӑ.

Аса илтерер: «Батыревский» хуҫалӑхри ӗнесен биоматериалӗнче пастереллез инфекцийӗ пуррине тупса палӑртнӑ. Чире сарӑлма парас мар тесе округра оперативлӑ штаб йӗркеленӗ.

Сӑмах май, пастереллез чирне нарӑс уйӑхӗнче Новосибирск облаҫӗнче тупса палӑртнӑ. Унти фермерсен выльӑх-чӗрлӗхне туртса илсе пусаҫҫӗ. Кайран ку инфекци чирӗ Бурятире тата Алтай Республикинче сарӑлнӑ. Халӗ ав Чӑваш Республикинче тупса палӑртнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн ӑсчахӗсем ял хуҫалӑхӗнче усӑ курмалли агрегат шухӑшласа кӑларнӑ.

Инженери факультечӗн технопаркӗн специалисчӗсем хӑмлан тунине касмалли дисклӑ хатӗр шутласа кӑларса ӑна патентланӑ.

Ҫӗнӗ хатӗре ятаралса аграрисем валли тунӑ. Вӑл хӑмлан тунисене тирпейлӗ те тӳрӗ касать, ҫапла ӳсен-тӑран тӗрӗс йӗркеленсе паркаланса ӳсет. Ку вара пулас тухӑҫа лайӑх витӗм кӳрет.

Ҫӗнӗ хатӗре Чӑваш Енри хӑмла плантацийӗсенче тӗрӗслесе пӑхнӑ ӗнтӗ. Техника хӑйне лайӑх енчен кӑтартнӑ: шанчӑклӑ тата тухӑҫлӑ. Шӑпах ҫавӑн пекки кирлӗ те ял хуҫалӑхӗнче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_269699
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ...73
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сирӗн валли кӑмӑллӑ ҫӗнӗ паллашусем илсе килме пултарӗ. Япала туяннӑ, илем процедурисене тунӑ чухне ӑнӗ. Вӑхӑта хаваслӑ ирттерме сӗнсен хирӗҫлеме ан васкӑр. Тӗлпулӑва кайма та килӗшӗр.

Юпа, 03

1926
100
Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1985
41
Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2018
8
Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ